Çĕнĕ вĕренÿ кĕнеки кун çути курчĕ
Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсен 10-11-мĕш класĕсенче тăван чăваш чĕлхине вĕренме Чăваш кĕнеке издательствинче çĕнĕ вĕренÿ кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Унăн авторĕ – филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Ю.М. Виноградов, рецензенчĕсем – филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕсем Т.В. Денисова, А.П. Долгова тата филологи ăслăлăхĕсен докторĕ А.М. Иванова.
10-мĕш класра 5 пысăк тема, 11-мĕш класра 2 тема пăхса тухма палăртнă. Ку темăсем ачасемшĕн çĕнĕлĕх мар. Вĕсене 2-9-мĕш классенче вĕреннĕ. Халĕ вара, 10-мĕш тата 11-мĕш классенче, ку таранччен мĕн вĕреннине аса илсе çирĕплетсе хăвараççĕ.
Вĕренÿ пособийĕнче тĕрлĕрен ĕç сĕннĕ: ушкăнпа тумалли, Интернетпа усă курса тумалли, творчествăллă ĕçсем, проект ĕçĕсем т. ыт. те. Кĕнеке вĕçĕнче питех те кирлĕ «Усăллă канашсен энциклопедине» вырнаçтарнă. Унта панă схемăпа, проектпа ĕçлессин, текстăн кĕске планне тăвассин йĕркисемпе вĕренÿ çулĕ тăршшĕпех усă курма пулать. Кунта çавăн пекех поэзи текстне ăнлантармалли, тематика конспектне çырмалли, «Сăмахăн портречĕ» проект тумалли йĕркесем, 11-мĕш класра чăваш чĕлхипе тытмалли экзаменăн тытăмĕпе содержанийĕ тата ытти усăллă канашсем пур.
Вĕренÿ пособине Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн хатĕрленĕ.
Алина МАЙОРОВА, кĕнеке редакторĕ