Чувашия

«Килсĕр йытă» – Ольга Васильева прозаикăн çĕнĕ кĕнеки

Ольга Васильева-килсĕр йытăЧăваш литературине юратакансем Ольга Васильева (Федорова) прозаикăн ятне илтнех пулĕ. Канаш районĕнчи Мăкăр ялĕнче çуралнăскер калав-повесть çырма Шупашкарти Г.С. Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци лицейĕнче вĕреннĕ чухнех пуçланă. Малтанхи хайлавĕсем «Тантăш» хаçатра кун çути курнă. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕреннĕ хушăра та çырас ĕçе пăрахман. Профессине те литературăпах çыхăнтарнă вăл. 2002 çултанпа Ольга Леонидовна Чăваш кĕнеке издательствинче ача-пăча литературин редакторĕнче ĕçлет. Вăл – Раççей Федерацийĕн Журналистсен союзĕн, Чăваш Республикинчи Профессиллĕ писательсен союзĕн членĕ. Унăн ятне Ача-пăча литературин пĕтĕм тĕнчери IBBY Хисеплĕ списокне кĕртнĕ. Прозаик Мускавра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери 37-мĕш IBBY Конгреса хутшăннă (2021).

Ольга Васильевăн произведенийĕсемпе вулакан хаçат-журнал страницисенче кăна мар, «Шурă туй кĕпи» (2004), «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» (2005), «Кĕтмен юрату» (2019), «Саламлăр аннĕре» (2019), «Куçукпа Хураçка. Потеряшка» (2021) коллективлă сборниксенче те паллашма пултарнă. 2018 çулта «Юхать çăлкуç…» пĕрремĕш кĕнеки кун çути курнă. Нумаях пулмасть вара Чăваш кĕнеке издательствинче унăн иккĕмĕш хайлав пуххийĕ пичетленсе тухрĕ – «Килсĕр йытă». Вăтам классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕскерне «Саккăрмĕшсем» шкул повеçĕ тата халапсемпе калавсем кĕнĕ. Редакторĕ – Ольга Иванова, ÿнерçи – Екатерина Васильева. Тиражĕ – 800 экземпляр.

Ольга Федорова 2Повеçре хальхи вăхăтри хула шкулĕнче вĕренекен 8 «А» класс пурнăçĕ туллин тухса тăрать. Яшсемпе хĕрсем хушшинче тăрăшса вĕренекенни те, кахалраххи те, чеереххи те, кĕнеке вулама юратаканни те, телефона алăран вĕçертменни те тĕл пулать. Вĕсем тĕрлĕ пăтăрмаха тăтăшах лекеççĕ. Августа Борисовна класс ертÿçин вара пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле. Каникул хыççăн хăйĕн вĕренекенĕсене курсан шалт тĕлĕнет вăл: «Мĕн тери ÿссе тĕрекленсе кайнă каччисем, хĕрĕсем тата… ай васпатиех. Яна Руднина, унччен хура курак пек йăм хура çÿçлĕ хĕр, халĕ ыраш кĕлти пек сап-сарă. Валентина Иванова – лăпкă та сăпайлă хĕрача – çÿçне çулăм евĕр хĕрлĕ тĕспе сăрланă. Камилла Фролова вăрăм çÿçне арçын ача пек кĕске кастарнă та уйăп пĕсехи пек хĕрлĕ тĕспе пĕветнĕ. Софья Вороновăна хăлхине шăтарни çитмен, сăмсине те ункă çакса янă…»

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен 8 «А» класра Лада Новикова ятлă çĕнĕ хĕр ăс пухма пуçлать. Вăл Тольяттирен куçса килнĕ-мĕн. Унăн ашшĕпе амăшĕ уйрăлнă. Лада Шупашкарти шкулта никампах та туслашаймасть, шăп çÿрет. Кĕçех тантăшĕсем çĕнĕ хĕрача килте пĕлÿ пухакансен шутне кĕнине пĕлеççĕ. Мĕншĕнне тавçăраймаççĕ, анчах чылайăшĕ ăна ăмсанать. «Мĕн чухлĕ çывăрас килет – çывăр», – имĕш. Чăн сăлтавĕ каярахпа уçăмланать – Лада килти ĕçсене пурнăçламаннипе Августа Борисовнăн вĕсен хваттерне çитсе килме тивет.

Тĕрĕссипе, хайлаври кашни сăнарăн хăйĕн пăшăрханăвĕ-сĕмленĕвĕ. Сăмахран, Камилла Фролова амăшĕн çĕнĕ упăшкине Владислава тÿсме пултараймасть. Унăн пысăк ĕмĕчĕ – ашшĕпе пĕрле пурăнасси. Амăшĕ вара Камилла ашшĕпе калаçнине, ун патне кайса çÿренине ырламасть. Саккăрмĕш класра вĕренекен тепĕр хĕрĕн – Яна Руднинăн – пач урăхла хуйхă: вăл килĕштерекен Максим шкул хыççăн Мускава вĕренме каясшăн, каччă пĕрре çухалать, тепре тупăнать те çур çĕрте те çырса яма пултарать. Пирвайхи туйăмсем Янăн канăçне вуçех вăрлаççĕ тесен те йăнăш мар. Каккуй кунта уроксем çинчен шухăшлама!

Степан Матросов тата пĕррехинче сылтăм аллине «хуçать», шкула гипспа пырать. Паллах, капла çырма май çук. Никам та ăна ытлашши кансĕрлемест. Канлĕ вĕт. Тем чул явăнсан та вĕренĕн вĕçĕ пулатех. Чĕрĕк вĕçленсе пырать, тĕрĕслев ĕçĕсем çырмалла. Августа Борисовна пĕррехинче Степана çапла калать: «Ыттисем çырса пынине эсĕ мана сăмахпа каласа хуравлăн. Пуканупа ман пата килсе лар-ха, ыттисене чăрмантарар мар». Мĕнле çăлăнса тухмалла ку пăтăрмахран? Ара, пурпĕрех ыйтмаççĕ тесе вăл халиччен пĕр темăна та итлесе ларман.

Çулталăк тăршшĕпе саккăрмĕшсем Вĕрентекенсен кунне те, Февралĕн 23-мĕшĕпе Мартăн 8-мĕшне те паллă тăваççĕ, спорт ăмăртăвĕсене те хутшăнаççĕ, Пушкин картти мĕнне те пĕлекен пулаççĕ. Чи пĕлтерĕшли – пĕр-пĕрне итлеме, ăнланма, пулăшма хăнăхса пыраççĕ. Шкул повеçĕ çамрăк вулакансен кăмăлне каясси каламасăрах паллă.

Калавсемпе халапсенче автор тăван тавралăха, тăват ураллă туссене юратмалли çинчен асăрхаттарать. Канаш районĕнчи Мăкăр ялĕнчи юлашки вăхăтра палăрнă кивĕ чугун çул кĕперĕн сăнарĕ хайлавсенче пысăк вырăн йышăнать. Ку культура палăкне кĕнеке хуплашкинче те курма пултаратпăр. «Кукаçи калавĕ» хайлавра унăн историйĕпе тĕплĕнрех паллашма пулать. «Кĕпер парни» халапра вăл уйрăм герой пек тухса тăрать.

Чуна пырса тивекен самант йышлă кĕнекере. «Килсĕр йытă» калава хăйне те çакăн йышшисен шутне кĕртес килет. Вăрăмах та мар вăл, анчах темиçе страницăрах прозаик этемĕн чурăслăхĕпе каппайлăхне, чĕр чунăн шанчăклăхĕпе ырăлăхне туллин кăтартса пама пултарнă. Кăларăм хуплашкинче сăнланнă Бим яланах килсĕр пулман иккен. Вăл ялта пурăннă, хуçисем те юратнă ăна. Эппин, мĕнле майпа Канаша пырса çакланнă-ха вăл? Хуравне пĕлес тесен хайлава вуласа тухмалла.

«Пÿрт уççийĕ» калав Натали аппан кун-çулĕпе паллаштарать: унăн мăшăрĕ Макçăм Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче Мускав патĕнчи çапăçура 1941 çулхи раштав уйăхĕнчех вилнĕ, ывăлĕ – Павăл – 1942 çулта хыпарсăр çухалнă. Унтанпа чылай çул иртнĕ ĕнтĕ. Натали аппа та самаях ватă, анчах тăван ывăлне халĕ те унчченхи пекех кĕтет. Унăн япалисене типтерлĕ усрать, чашăк-кашăкне хатĕр тытать. Мĕн тери хăватлă ĕненÿ! Мĕн тери чикĕсĕр амăшĕн юратăвĕ!

Кăларăмри ытти хайлав та çав тери кăсăклă. Эппин, Ольга Васильевăн çĕнĕ кĕнекине тупса вулама тăрăшăр!

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *