Чувашия

Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днем чувашского языка

Чăваш Республикин хисеплĕ ҫыннисем!

Сире Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Тăван чĕлхе пирĕн халăхшăн питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл чăвашсен нумай ĕмĕре тăсăлакан пуян культурипе йăли-йĕркине тата историне сăнарлать, халăхăмăрăн генетика кодне уҫăмлатать. Чĕлхемĕр тĕрĕс-тĕкел сыхланса упраннă чухне чăваш нацийĕ те сывах пулĕ. «Тăван челхе халăхăн чĕрĕлĕхне ҫиреплетсе пани кăна мар, вăл шăпах хăй халăх пурнăҫĕ пулса тăрать», — тенĕ чăваш ҫырулăхне никĕсленĕ аслă ҫутта кăлараканăмăр тата вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев.

Чăваш чĕлхине сыхласа хăварас, вĕренес тата аталантарас тĕллевпе эпир уйрăм программа йышăнтăмăр, вăл йĕркеллен пурнăҫланса пырать. Шкулсенче уроксем ирттересси хастарлăн ĕҫе кĕрет, специализациленĕ классемпе лингвистика клубĕсем, методика сессийĕсемпе литература каҫĕсем йĕркеленеҫҫĕ.

Чăваш чĕлхине ытларах сарас тĕлĕшпе ăна «Яндекс. Куҫаруҫă» хутлăха кĕртни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Республикăри пуҫаруллă ҫынсем тăрăшнипе асăннă сервис базине чăвашла тата вырăсла 500 пин ытла сăмах ҫаврăнăшĕпе пуянлатма май килчĕ.

Нумай ҫул хушшинче пуҫласа Чăваш Республикинчи шкулсене пĕрремĕш классем валли туса хатĕрленĕ ҫĕнĕ вĕренÿ пособийĕсемпе тивĕҫтертĕмĕр, вĕсем ачасене тăван чĕлхепе калаҫма хăнăхма пулăшĕҫ. Кăҫал ҫав пособисене кашни пуҫламăш шкулах илĕ. Ҫывăх вăхăтрах ҫавнашкал кăларăмсене ача сачĕсене ҫÿрекен пепкесем валли те туса хатĕрлĕҫ.

Республикăн хаклă ҫыннисем, эсир хастарлăн хутшăннипе тата пĕтĕм халăх пулăшнипе эпир тăван чĕлхемĕр ирĕклĕн янăратăр, вăл Чăваш ҫĕрĕн аваллăхĕпе хальхи пурнăҫне тата пуласлăхне ҫыхăнтаракан, пире тĕнчен хуть хăш кĕтесĕнче те пĕр-пĕринпе йĕркеллĕн хутшăнма пулăшакан чĕлхе пулса тăтăр тесе хамăртан мĕн килнине  пĕтĕмпех тăвăпăр.

Уяв ячĕпе!

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                     Олег Николаев

 

Уважаемые жители Чувашской Республики!

Поздравляю вас с Днем чувашского языка!

Родной язык имеет для нашего народа фундаментальное значение. Это выражение богатой многовековой культуры чувашей, их обычаев, традиций и истории, выражение генетического кода нашего народа. И жива будет чувашская нация, пока сохраняется наш с вами язык. «Родной язык является не только свидетельством жизненности народа, но есть именно сама жизнь народа», — говорил автор чувашской письменности великий просветитель и педагог Иван Яковлевич Яковлев.

Для сохранения, изучения и развития чувашского языка нами реализуется отдельная программа. Активно внедряются в практику уроки в школах, организуются специализированные классы, лингвистические клубы, методические сессии и литературные вечера.

Важным с точки зрения продвижения чувашского языка стало его включение в «Яндекс. Переводчик». Благодаря усилиям инициативных жителей республики удалось пополнить базу сервиса более чем 500 тысяч фраз на чувашском и русском языках.

Впервые за много лет школы Чувашской Республики получили новые учебные пособия по чувашскому языку для первого класса, которые призваны формировать разговорные навыки. В этом году такие пособия получит вся начальная школа. Вскоре подобные издания будут подготовлены для воспитанников детских садов.

Уверен, дорогие жители республики, с вашим участием и при поддержке всей общественности мы сделаем все, чтобы наш чувашский язык стал языком живого общения, соединяющего прошлое, настоящее и будущее чувашского края, всех нас в любой точке мира.

С праздником!

Глава Чувашской Республики                            Олег Николаев

ă

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *