Сăвăс вирус энцефалитěнчен (пуç мими шыçнинчен) вакцинаци тумалли чи лайăх вăхăт — кĕркунне
Сăвăс вирус энцефаличě (пуç мими шыçни) — вирусран пуçланакан, çутçанталăкран тухакан чěрчунсенчен ерекен инфекци чирĕ. Вăл спорадиллě чир тěслěхěсемпе (пĕр-пĕринпе çыхăнман пĕрер тĕслĕх) тата эпидемиллě пăлханусемпе (çынсен пĕр ушкăнĕнче, ялта е районта чирленин шайĕ кĕтмен çĕртен ӳсни) иртсе пыма пултарать. Чирĕн клиника сăнлавĕ менингоэнцефалит, менингоэнцефаломиелит евĕрлĕ пулма пултарать. Вăл йывăр неврологи асăрхавĕсем патне, суккăрланни, шалкăм çапни е тата вилĕм патне илсе çитерме пултарать.
Вакцинаци — ку инфекцирен сыхланмалли чи витĕмлĕ мел. Ăна уйрăмах çак чир сарăлнă территорисенче пурăнакан халăха, унта ĕçлеме, курма каякансене, çавăн пекех вăрман ĕçĕпе, ял хуçалăхĕнче, геологи ĕçĕсенче тăрăшакансене тума сĕнеççĕ. Вакцинаци — пĕр хутчен тумалли ĕç мар. Вăл виçĕ хутчен тăвакан курсран тăрать. Каярах кашни виçĕ çулта ревакцинаци ирттерме тивет. Вакцинацин пĕтĕм курсне вĕçленĕ хыççăн е пĕр хутчен ревакцинаци тунă хыççăн çеç сăвăс вирус энцефалитěнчен прививка тунă теме юрать.
Вакцинаци курсĕн схеми:
- Пĕрремĕш доза: иммун тытăмне активацилеме кăна пулăшать, вирусран сыхлакан хӳтлĕхе туллин памасть.
- Иккĕмĕш доза: пĕрремĕшĕ хыççăн 1-3 уйăхран (епле вакцина усă курнине кура) тăваççĕ. Ку доза çителĕклĕ шанчăклă иммунитет йĕркелет.
- Виççĕмĕш доза (ревакцинаци): иккĕмĕшĕ хыççăн 9-12 уйăхран тăваççĕ. Ку доза вăрăм вăхăта пыракан хӳтлĕхе çирĕплетет.
Тăсăмлă ревакцинаци: кашни 3 çулта ирттереççĕ, хӳтлĕхе кирлĕ шайра тытса тăма кирлĕ.
Кĕркунне вакцинаци тунин сăлтавĕсем мĕнпе çыхăннă?
Сăвăссен сезон умĕнхи активлăхĕ: Чăваш Республикинче тата Раççейĕн чылай регионĕнче сăвăссем «хĕллехи ыйхăран» ака уйăхĕнче вăранаççĕ те авăн уйăхĕччен хастар пулаççĕ. Кĕркунне (авăн-юпа уйăхĕсенче) вакцинаци курсне пуçласан, иккĕмĕш дозăна хĕлле (раштав-кăрлач уйăхĕсенче) тума пулать. Çуркунне, сăвăссем тапăнма пуçласан (ака-çу), сирĕн организмăн иммун тытăмĕ ĕнтĕ вирусран сыхлакан антителасене çителĕклĕ шайра туса кăларнă пулĕ.
Иммун реакцин физиологийĕ: иммун тытăмĕ кашни çыннăн расна ĕçлет: пĕрисенче антителасем хăвăрт пуçтарăнаççĕ, теприсенче — майĕпен. Вакцинацие çуркунне пуçланă чухне, çурхи тухăçлăх (пикниксем, дачăна çӳрени) патне çитме хӳтлĕх çирĕпленсе çитмесен (иккĕмĕш доза хыççăн 2 эрне иртмесен) чирлес хăрушлăх ӳсет. Кĕркуннехи схема вара, хĕллехи тапхăрта иммун системи каннă вăхăтра, лăпкăн ĕçлеме май парать.
Эпидемиологи хăрушсăрлăхĕ: кĕркунне вакцинаци туни çынсене хĕллехи вăхăтра, чир сарăлассин эпидемиологи хăрушсăрлăхĕ пĕчĕк чухне, медицина пулăшăвĕ патне черетсĕр çитме тата вакцинаци уйрăмĕсенче пушă вырăнсене суйлама май парать.
Асăрхаттару: вакцинаци — сăвăс вирус энцефалитěнчен сыхлакан спецификăллă профилактика. Вăл сăвăссем ертме пултаракан ытти инфекцисенчен (сăмахран, Лайм чирĕнчен, тепĕр майлă каласан — боррелиозран) сыхламасть. Çавăнпа та вăрманта, садра ĕçленĕ чухне репеллентсемпе усă курмалла, хупă тум тăхăнмалла, хăвăра тăтăшах тĕрĕслесе тăмалла. Иккĕмĕш прививка хыççăн иммунитет çирĕплениччен (2 эрне иртмесĕр) вăрманлă вырăнсенче питĕ асăрхануллă пулмалла.
Чăваш Республикин территорийĕнче халлĕхе сăвăс вирус энцефаличěн лапамĕсене тупса палăртман. Анчах та юнашар регионсенче çакăн пек лапамсем пур. Çавăн пекех кăçалхи çул пирĕн республикăра 1765 çын сăвăссем сăхни пирки медицина учрежденийĕсене пынине шута илсен (иртнĕ çулхи шайран 16,2% чакнă, нумай çулхи вăтам шайран 32,3% ӳснĕ), чир кĕçех куçса килес хăрушлăх пур. Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенче, Шупашкар тата Канаш муниципаллă округĕсенче сăвăссем сăхнин 100-шертен кая мар тĕслĕхне шута илнĕ.
Вакцинацие патшалăх тата уйрăм медицина учрежденийĕсенче тума пулать. Процедура умĕн терапевт е педиатр патне консультацине каймалла. Вăл сирĕн сывлăхăра хак парĕ, хирĕçлĕ кăтартусене пĕлтерĕ тата сирĕн уйрăмлăхăрсене шута илсе схемăна суйласа илĕ. Вакцинаци умĕн тата хыççăнхи пĕрремĕш кунсенче сивĕнес, ӳт температури ӳсес, сыпăсем сурса ыратас хăрушлăх пур. Çавăнпа та çак ĕçе хăвăр графике шута илсе планламалла.
Сывлăхăра упрăр!
Дина Алексеева, Чăваш Республикинчи гигиенăпа эпидемиологи центрĕн энтомологĕ
