Сиктĕрмери Уявра Хусанкай урамĕ ян янрарĕ
Утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Тутарстанри Элкел районӗнчи Сиктӗрме ялӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри чӑвашсен Уявӗ иртрӗ. Унта хӑнасем Чӑваш, Тутар, Пушкӑрт республикисенчен, Чӗмпӗр облаҫӗнчен тата ытти регионсенчен килсе ҫитрӗҫ.
Хусанкай урамӗнчи сцена ҫине чӑваш ҫыравҫисем, вӗрентекенсем, артистсем, пултарулӑх коллективĕсем, шкул ачисем тухрӗҫ. Ҫыравҫӑсен концерчӗ кӑҫал «Эп Раҫҫейре пурӑнатӑп. Я живу в России» ятпа пиллӗкмӗш хут янӑрарӗ. Ӑна Светлана Асамат чӑваш халӑх поэчӗ хатӗрленӗ, вӑлах ертсе пычӗ. Уява Сиктӗрмере ҫуралса ӳснӗ Петӗр Хусанкай чӑваш халӑх поэтне, ҫак ялтанах тухнӑ Петр Медиков артист ҫуралнӑранпа 120 ҫитнине тата пӗрремӗш чӑваш халӑх поэчӗ Николай Полоруссов-Шелепи ҫуралнӑранпа 145 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Сцена ҫине малтан Виталий Родионов филологи наукисен докторӗ, профессор тухрӗ: «Литература анинче чи сумлă виçĕ ҫыравҫа палăртас пулсан чи малтан, паллах, Константин Иванов, Ҫеҫпӗл Мишши ячĕсене асăнмалла. Виҫҫӗмӗшӗ, ман шутпа, ‒ Петӗр Хусанкай. Сиктӗрме ялӗнче ҫуралса ӳснӗ чăваш ывӑлĕ тӗнче шайӗнчи поэт пулса тӑчӗ. Тӗрлӗ ҫӗршыври писательсен хайлавӗсене чӑвашла, Константин Ивановӑн “Нарспи” поэмине вырӑсла тӗлӗнсе каймалла илемлӗ куçарнӑ», ‒ терӗ Виталий Григорьевич. Петӗр Хусанкай ‒ Ҫеҫпӗл Мишшин силлабо-тоника шкулне малалла тӑсаканӗ тесе палӑртрӗ вăл.
Раиса Сарпи чӑваш халӑх поэчӗ хӑйӗн сӑввисене вуларӗ. Анатолий Хмыт прозаик Николай Шелепи пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗ: «Николай Ивановичăн мӑн аслашшӗпе мӑн асламӑшӗ чӑваш халӑх юррисене ҫеҫ мар, халапӗсене, историлле легендисене те питӗ лайӑх пӗлнӗ. Ачаран халăх сăмахлăхне итлесе ӳснӗскер, пурӑна киле Николай Иванович сӑвӑсем ҫырма пуҫланӑ, кайран асра юлнӑ легендӑсене ҫырса кӗнекесем кӑларнӑ. Шупашкара куҫса килсен вӑл коминтерн шкулне завхоз пулса ĕçлеме вырнаҫнă. Çав вăхăтрах хӑйӗн тавра ҫамрӑк авторсене пухнă, вӗсене хайлавсем ҫырма вӗрентнĕ. Каярах ҫав ҫамрӑксем паллӑ чӑваш писателĕсем пулса тӑнă, вӗсен йышӗнче ‒ Уйӑп Мишши, Василий Усли, Александр Галкин тата ыттисем те», ‒ каласа пачĕ Анатолий Дмитриевич.
Ольга Тургай ҫыравҫӑ тата радиожурналист ҫыравҫӑсем хӑйсен хайлавӗсене Чӑваш радио эфирĕнче вулани, çак паха материал пĕлтерĕшĕ пирки каласа пачĕ. Ольга Федорова Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗн ‒ тӗп редакторӗн ҫумӗ çĕнĕ кăларăмсемпе паллаштарчӗ. «Кӑҫал Чӑваш кӗнеке издательствинче Николай Шелепин ачасем валли çырнă «Çурхи сасăсем. Весенние голоса» сăвă пуххине чӑвашла тата вырӑсла хатӗрлесе кӑлартӑмӑр. Тутарстан ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ Лев Коробов ăна вырӑсла куҫарнӑ. Светлана Васильевна ҫак кӗнекене Сиктӗрме шкулӗн ачисене парнелеме кӑмӑл тӳрӗ, Лев Николаевич асӑнмалӑх ал пусса пачӗ», ‒ палӑртрӗ Ольга Леонидовна.
Лариса Петрова ҫамрӑк поэт хӑйӗн сӑввисемпе тата 2025 ҫулта Крым Республикинче пичетленсе тухнӑ чӑваш ҫыравҫисен «Золотой салют колосьев» антологийӗнчи хӑш-пӗр хайлавӗсемпе паллаштарчӗ. Елена Мустаева, Чӗмпĕрте тухса тӑракан «Канаш» хаҫатăн тӗп редакторӗ, хаçат ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа пачӗ.
Елена Хорькова-Шурту чăваш халӑх артисчӗ, Пушкӑрт Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Уява Андрей Хорьков мӑнукӗпе пӗрле çитнĕ. Вӗсем Петӗр Хусанкайӑн «Шелепи» сӑввине вуларӗҫ, Елена Владмировна пушкӑрт халăх юррине шӑрантарчӗ.
Надежда Кириллова Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чăваш Республикинчи Канаш округӗнчи Пайкилт ялĕнчен килнĕ Людмила Ивановăпа 8-мӗш класра вӗренекен Оля хӗрӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти 13-мĕш тата 9-мӗш шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Инна Никифоровăпа Ирина Корнилова, Сиктĕрме шкулӗнче ăс пухакан Ярослав Скрипачевпа Милена Чернова (чăваш чĕлхипе литератури учителĕ – Любовь Яргунина) Петĕр Хусанкай, Николай Шелепи, Александр Алга, Светлана Асамат чăваш халӑх поэчӗсен, Николай Ыдарай, Анатолий Смолин сӑввисене янраттарчĕç.
Петр Медиков ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине те манмарӗҫ Уявра. Унӑн пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе театр тӗпчевҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Геннадий Кириллов паллаштарчӗ. «Петр Медиков Тутарстанри Элкел районӗнчи Сиктӗрме ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, Хусанти педагогика училищинче вӗреннӗ. Ҫав вӑхӑтра унта Петр Осипов драма кружокӗ йӗркеленӗ. Актер ăсталӑхне Петр Медиков ҫав кружокра туптанă. 1927 ҫулта педагогика училищинчен вӗренсе тухсан вăл Шупашкара куҫса кайнă, Чӑваш театрне ӗҫе вырнаçнă. Петр Тимофеевич тӳрех тĕп рольсем калăплама пуҫланă. Пӗрремӗшĕ ‒ Марфа Трубина драми тӑрӑх лартнӑ «Килет» спектакльти тӗп сӑнар. Унсăр пуçне Петр Осиповӑн «Айтар», Федор Павловӑн «Ялта» постановкисенче тӗп рольсене вылянӑ. Чӑваш театрӗнче вăл вунпилĕк çула яхӑн ĕçленĕ, тӗрлӗ-тӗрлӗ сӑнар калӑпланӑ. Унсӑр пуҫне «Сарпике» тата «Киремет кати» фильмсенче вылянӑ. Анчах 1942 ҫулта унӑн шӑпи синкерлӗ татӑлнă. Ун чухне вӑл вăтăр ултă ҫулта пулнӑ», ‒ каласа пачӗ Геннадий Васильевич.
Уявра Мускавран çитнĕ Эльвира Смелова Мускавра тӗпленнӗ чăвашсен пултарулӑхне тимлĕх уйăрчĕ, Крымра тӗпленнӗ Светлана Данилова унти чӑвашсенчен салам илсе ҫитерчӗ.
Чӗмпӗртен килнӗ «Хавас» (ертӳҫи ‒ Николай Салюкин), Тутарстанри Аксу районĕнчи Кивĕ Тимушкелти «Уяв» (ертӳҫи ‒ Лина Мишина), Чăваш Республикинчи Муркаш округӗнчи Калайкассинчи А. Николаев ячӗллӗ шкул çумĕнчи «Сывлăмпи» (ертӳҫи ‒ Надежда Кондукторова), Йӗпреҫ округӗнчи Пучинкери «Юхӑм» (ертӳҫи ‒ Нина Михайлова) пултарулăх ушкӑнӗсем чӑваш юрри-ташшипе савӑнтарчӗҫ.
Дарья МОРОЗОВА

