Çуркунне
Тинех çитрĕ çуркунне,
Эпир кĕтнĕ çуркунне.
Халĕ ĕнтĕ йывăçсем
Кăлараççĕ çулçăсем.
Васка-васка вĕçейсе
Килсе çитрĕç кайăксем.
Хăйсем валли тăрăшсах
Турĕç хăтлă йăвасем.
Çĕмĕрт çурăлчĕ анчах,
Улмуççийĕсем унтан.
Чие çырли, сливăсем
Шап-шур пĕркенчĕсемпе.
Тухас килмест пахчаран –
Мĕн тери илем унта.
Шăрши-шăршийĕ тата
Кăтăклать-çке сăмсана!
Нина Сапожникова, Тукас ялĕ
