Творчество

Етĕрне тăрăхĕнчи çыравçăсене

Мĕнлерех тĕнчере пурăнатăр,
Кам çуратнă сире çĕр çине?..
Хĕвелпе уйăхпа калаçатăр,
Çилленместĕр нихçан çын çине.

Çилленнин мĕн усси, ăнланатăр.
Пĕр тăван çĕр çинче çын çынпа.
Пĕр-пĕрне нихăçан ăмсанмастăр,
Тур пÿрнине çын килнĕ тума.

Тăвассине тусах вăл хăвартăр,
Туптăрччĕ канлĕхне çĕр çинче.
Ытларах ыр хайлавсем кăлартăр,
Çын вулатăр ăна киленсе.

Вулакан çыракана ыр сунтăр,
Пĕр чĕлхе вĕсем тупчăр ялан.
Пĕр-пĕринпе час-часах тĕл пулччăр,
Пурнăçĕ вара пулĕ аван.

Галина Чирĕккасси

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *