Сăвă
А. Филиппова тав туса
Ик урасăр таврăнчĕ киле
Хăй юратнă амăшĕ патне.
Тем те курчĕ вăрçă хирĕнче,
Анчах çухатмарĕ вăл ятне.
Ытла йывăр килчĕ çапăçу,
Тăшман тиркемерĕ никама.
Аякра çав пирĕн калаçу –
Куншăн шеллемелле такама?..
Шеллемерĕ тăшман ват-вĕте,
Шеллемерĕ ача-пăчана.
Ăçтан çуралнă, мĕнле çĕрте,
Кам çуратнă çапла тăшмана?
Кам пăхса ÿстернĕ тăн парса,
Кам кăкрине çинĕ çав ача?..
Утьăкка сиктернĕ юратса,
Тен, чăнах ÿстернĕ тарăхса?..
Ку ыйту çине хуравĕ çук,
Ун тупсăмне те тупма пĕлес çук.
Ним те пайлас марччĕ çĕр çинче,
Турăн ырлăхĕ çитет пурне…
Ытла та илемлĕ çут тĕнче,
Киленер сар хĕвел çутипе
Тата çĕр çинчи пур илемпе,
Тав тăвар пуриншĕн Туррине.
Галина Чирĕккасси
Еще больше новостей в телеграмм-канале "Знамя труда Чувашия"
