Каçар мана
Каçар мана эс, мăшăрăм,
Санран ыйтатăп каçару.
Эс манăн чăн юратăвăм,
Ялан тултăр сан кăмăлу.
Ларсам, мăшăрăм, юнашар,
Пĕрле кăштах ларса канар.
Юратăва ялан упрар,
Çÿлти Турра та пуç таяр.
Ачасене ăш пил парар,
Таса вăрăм кунçул сунар.
Такăр çулпа кăна утар.
Ялан пĕрле лайăх пурнар,
Мăнуксем пирĕн пиллĕкĕн
Турри усратăр вĕсене.
Вĕсемшĕн пурăнар иккĕн
Тăсса хамăр кунçулсене.
Ольга Зубкова, Моляк ялĕ.
