Творчество

Вăрăм пултăр ĕмĕрÿ!

Хунямана, Елизавета Степановна Цепаевăна халалласа

Килсе çитрĕ Çĕнĕ çул

Лаша çине утланса.

Эп те унран юлмарăм,

Çитрĕм акă хăнана

Хунямана ыр сунса.

Сывлăх сунап пурне те

Çак Çĕнĕ çул ячĕпе.

Ирĕк парсамăр мана

Саламлама аннене.

Анне, мана эс каçар,

Кÿрентернĕ пуль сана.

Чуна йывăр ан илсем

Эп каланă сăмаха.

Эсĕ, манăн хуняма,

Манăн иккĕмĕш анне.

Çуралнă кун ячĕпе

Саламлатăп чунтанах.

Санăн ăшă кăмăлу

Ялан пултăр хĕвел пек.

Ачусемпе эс савăн,

Пус-килсемпе туслă пул.

Çирĕп сывлăх, ăнăçу,

Вăрăм пултăр кун-çулу!

Лидия Цепаева, Çимеккасси ялĕ

Еще больше новостей в телеграмм-канале "Знамя труда Чувашия"

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *