Салтак çырăвĕ
Ирех сив çумăр пĕрĕхет,
Тулта пит сивĕ, çиллĕ…
Ачалăхăм аса килет,
Каллех, тен, ахăр килĕ…
Окопра ăшă мар, чăнах,
Çӳлтен çумасть, çил çуккă.
Тăсам-ха çырăва татах,
Ан чăрмантарччăр тульккă(ш).
Аса килет анне çăкри,
Шăршипе вăранаттăм.
Чĕлхе çинчех-çке халь тути,
Çиесчĕ, савăнаттăм…
Атте юрри аса килет,
Юрла-юрла ĕçлетчĕ.
Нумай тем те аса килет,
Шухăш киле çитерчĕ…
Асрах шкула çӳренисем,
Тантăшсемпе вылянă.
Хăш чух тата кӳреннисем,
Ун пек те пулкаланă…
Уроксене тума мансах
Тек çырмара вылянă…
Ирпе анне çăкри каллех
Шкула кайма вăратнă.
Пурте пĕрле тата çулла
Шыва кĕме çӳренĕ.
Ялан пĕрле-çке пулăра,
Çулла çырма кĕрленĕ…
Иртсе кайнă ачалăхăм,
Яшлăх çапларах килчĕ…
Ăшăмра пысăк ĕмĕтĕм –
Часрах киле çитесчĕ!..
Ак шатăртатрĕ пулемет…
Ман çырасси тек пĕтрĕ.
Çӳлтен те акă вертолет,
Ыр ĕмĕтĕм те çĕтрĕ…
Вĕçсĕр-хĕрсĕр шатăртатрĕ –
Ахăр самана умра…
Кăштахран каллех шăпланчĕ,
Çырăва тăсам тата…
Кунĕн-çĕрĕн канлĕх çуккă,
Канлĕ(н) çывăрса курман.
Вăрçă чарăнтăрччĕ тульккă(ш),
Тек лăплантăрччĕ тăшман.
Çĕнтерӳпе таврăнасчĕ,
Çавăрас çемье ялта.
Аненне часрах курасчĕ,
Таврана сăнас тата…
Каллех вĕçсĕр тăхлан çăвать,
Çĕрне-кунне пĕлмесĕр.
Хăш чух пĕр тапхăр чарăнать,
Ларас пĕртак чĕнмесĕр…
Ак шăхăраççĕ снарядсем,
Йĕри-тавра пĕр тĕм те…
Утса тухайми çулĕсем,
Ларса юлать атти те…
Ал-ура типĕтсе пулмасть
Ик-виç кунĕпех хăш-чух.
Йĕри-тавра пĕр чун чупмасть,
Тен, юлман та чĕр-чунĕ…
Хăш чух çиме-ĕçме те çук,
Йĕри-тавралла тăшман…
Пĕр татăкчĕ анне çăкри,
Тухмаççĕ иртнисем асран…
Ас илеп çурхи каçсене,
Иккĕн утнă сукмака…
Ас илеп ачаш куçсене,
Хăçан тепре курмалла…
Часрах тĕл пуласчĕ санпа,
Пĕр санпа çеç, пĕр санпа…
Пăтранать темшĕн самана,
Пĕр шелсĕр санпа мана.
Чи çепĕç сăмахсем кăна
Калăттăмчĕ тĕл пулса.
Шанап, килĕ ыр самана,
Çухатар мар çеç шанăçа.
Шанăçа çухатар марччĕ,
Шанăçпа чуна аван.
Малаллах çак талпăнасчĕ,
Çĕнтеретпĕрех, тăван!
Галина Чирӗккасси
