Аннесен кунне кĕтсе…
Анне аллисене чуп тăвăр,
Ан манăр ырă кун сунма.
Курмассерен ăна тав тăвăр,
Ан манăр ăшшăн йăл кулма.
Йăл кулăпа куна çеç пуçлăр,
Анне те савăнтăр пĕрле.
Кăштах пулин те пĕрле пулăр,
Вăл лăпкă çывăртăр çĕрле.
Çĕрле çывăрмасан пит йывăр,
Шутлатăн кашни çеккунтне.
Шухăшсемпе чуна пит тăвăр,
Ан кулянтарăр аннене.
Час-час шăнкравлăр, ыйтса пĕлĕр,
Сывах-и, эмелсем пур-и?
Май килтерсе час-часах килĕр,
Пулăштăрччĕ ялан Турри.
Хăш чух шăмшак та йывăр пулĕ,
Эмелĕ те, тен, пулăшмасть.
Куçĕсенчен çеç ăшшăн пăхăр,
Ăшшăн çеç пăхăр, пулăшать!
Галина Чирӗккасси
Еще больше новостей в телеграмм-канале "Знамя труда Чувашия"
