Çухату
А.С.Филиппова, СВО паттăрне ĕмĕрлĕхех çухатнипе чĕререн хурланса
Ытла хурлă хыпар пулчĕ
Çак хĕвеллĕ ырă ир.
Чăтаймасăр куçне хупрĕ,
Пушансах юлчĕ халь кил.
Ик урасăрах таврăнтăн
Хаяр вăрçă хирĕнчен.
Мĕншĕн вилĕме парăнтăн?
Паттăр пулнă-çке хальччен.
Пуç усса эсĕ лармарăн,
Тапаçлантăн тăвалла.
Мĕншĕн вилĕмрен тармарăн?
Эп шансаччĕ-çке сана…
Саншăнах кураксем килчĕç,
Шăпчăксем те шăнкăрчсем.
Чечек-курăксем вăй илчĕç,
Ак юрлаççĕ-çке вĕсем…
Тем пек çепĕç юрласан та,
Эс илтеймĕн юррине…
Тем пек йĕрсе хурлансан та,
Таврăнаймăн çав киле…
Чăтма йывăр, сăмах çуккă,
Мĕнле чăттăр халь çемье…
Сăмах та йăпатас çуккă,
Çемье чарăнмĕ йĕме…
Хурланать пĕтĕм ял халăх,
Куççульпе йĕрет ял-йыш…
Галина Чирĕккасси
Еще больше новостей в телеграмм-канале "Знамя труда Чувашия"
