Творчество

Кĕт мана!

Константин Симонов

Кĕт мана, эп таврăнатăп.

Ялан питĕ кĕт.

Кĕт, тунсăхланă чух,

Кĕт, юрлă-çумăр çунă чух,

Кĕт, питĕ шăрăх чух,

Юр-тăман вĕçтернĕ чух.

Кĕт, ыттисем кĕтмен чухне.

Эсĕ кĕт, ан ман кĕтме.

Кĕт, çыру пыма п(ă)рахсан та

Инçетри çĕртен,

Темĕнле йывăр пулсан та

Кĕт, эс, кунсерен.

Кĕт мана, эп таврăнатăп,

Эсĕ кĕт чунтан,

Тус-тăван манма ыйтсан та

Эс мана ан ман.

Ывăлпа анне ĕненччĕр

Эпĕ çуккине.

Ас илсе туссем калаçчăр

Кăвайт умĕнче.

Йÿç эрех  ĕçеç пулсан

Мана асăнса…

Кĕт, вĕсемпе пĕрле ларса

Ĕçме ан васка.

Кĕт мана, эп таврăнатăп

Вилĕме çĕнтерсе.

Кĕтме п(ă)рахнисем калаччăр:

«Телейлĕ çын», – тесе.

Кĕтменнисем ăнланмаççĕ

Сан йывăрлăха,

Эс кĕтни çăлса хăварчĕ

Вилĕмрен мана.

Мĕнле чĕрĕ юлнине

Иксĕмĕр пĕлер.

Кĕтме эсĕ пĕлнĕрен

Никамран ытла.

(Виталий Потапов куçарнă)

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *