Çĕршыва хÿтĕлекенсен кунĕпе
СВО паттăрĕсене Николай Силивестрова, Александр Ефремова, Юрий Гаврилова тата ытти салтаксене халалласа
Çурхи кун ытла илемлĕ,
Тавра симĕс, чечекре…
Таврапа халь кам киленмĕ,
Халь эпир çав инçетре…
Инçетре тăван çĕршывăм,
Инçетре тăван кĕтес…
Хăçан таврăнăп, ял-йышăм,
Тунсăхлатăп – пĕлсем эс!..
Тунсăхлатăп та шанатăп
Çĕнтерсех таврăнасса.
Пулăшушăн тав тăватăп,
Тав тăватăп юратса.
Ял-йышран хыпар илсессĕн
Хăш чух тата кучченеç,
Тав сăмахĕсем илтсессĕн
Савăнатпăр тем пекех!..
Çулăм, вилĕм хушшинче çав
Çапăçать салтак хирте.
Шеллемест хăйне, чăнах çак,
Ыр çемйи кĕтет килте!..
Галина Чирĕккасси
Еще больше новостей в телеграмм-канале "Знамя труда Чувашия"
