Разное

Юрату сӑвви

Хĕрсем ҫинчен ҫырни нумай,

Илемлĕ, капӑр сӑвӑсем.

Савниҫĕм, тухрӑн ман ума,

Сана савса ҫырап, пĕлсем!

Чӑваш пики сӑпай епле!

Ҫухатнӑ эпĕ канӑҫа.

Пулаймĕ урӑх ниепле –

Нихҫан тухаймӑн манӑҫа!

Ачан пекех тути ачаш,

Чӑн-чӑн хĕрарӑмлӑх унра!

Усаллӑх ҫук пĕртте, пачах,

Илем тени пурнать  чунра.

Ҫулсем илмеҫҫĕ те ӑна,

Халь те илемлĕ те маттур!

Юратӑп эп ӑна кӑна,

Епле хĕрарӑм! Ай тур-тур!

Владимир Черлаков

Еще больше новостей в телеграмм-канале "Знамя труда Чувашия"

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *