Ялти культура керменне кĕтсе…
В с. Ядрино недавно ввели в строй новый Дом культуры. В честь этого жительница села Галина Чиреккасси написала стихотворение. Предлагаем вам ознакомиться с ним.
Капмар кермен ÿссе ларчĕ
Савăнмашкăн ял-йыша.
Пурăнмашкăн шанăç пачĕ,
Тек савнар халь ял-йышпа.
Ял-ялсем, чăнах, пушанчĕç,
Яшсем кайрĕç хулана.
Ача-п(ă)ча сасси шăпланчĕ,
Тунсăх пусрĕ чунăма.
Яшĕсем нумаях мар-ха
Ĕçĕ-пуçĕ çукранах
Çĕн хуçа майне тупĕ-ха
Эп шанап, вăл – маттурах!
Майĕпен пурнăç майлашĕ,
Яшсем таврăнĕç яла.
Ача-п(ă)ча сасси янрашĕ,
Мирлĕ пулĕ самана.
Савăнсах кĕтсе илесчĕ
Мирлĕ ыр саманана.
Мăнуккасемпе çÿресчĕ
Çак кермене хăнана.
Галина Чирĕккасси
